В Сойгинской сельской библиотеке прошло мероприятие посвящённое православному празднику – Покрову Пресвятой Богородицы

Паян, юпа уйăххĕн 14-мĕшĕнче, кĕркуннехи чи пысăк уявсенчен пĕри - Пукрав. Улатӑр районӗнчи Суйкӑнри ял вулавӑшӗнче православи уявне - «Пукрав уявĕ» халалланӑ мероприяти иртрӗ.
Малтанах библиотекарь Светлана Петровна мероприятие хутшӑнакансене Пукрав уявӗн историйӗпе паллаштарчӗ.
Тахҫанах пулнӑ ку. Ун историйĕ 910 çулпа çыхăннă.Сынсем Иерусалимри чиркÿре пулнӑ. Сасартӑк чиркÿре кĕлĕ пынă чухне Андрей ятлă çул çÿревçĕ, чухăнскер тата ун вĕренекенĕ Епифаний тÿпере Турă Амăшне курнă. Вăл турра чунтан ĕненсе кĕл тăвакансене шурă пысăк чатăрпа витнĕ, хÿтте илнĕ. Çавăнтанпа ĕненекенсем Турă Амăшне хÿтлĕхе илме йăлăнса кĕлĕ тума тытăннă, ҫак куна уявлама тытанна, Пукрав ят панӑ.
Малалла библиотекарь мероприятие хутшӑнакансене Пукрав уявӗн кунӗпе ҫыхӑннӑ паллисемпе паллаштарчӗ.
Пукрав кун кӑнтӑрлаччен кӗркунне, кӑнтарла хыҫҫӑн хӗлле тесе калаҫҫӗ халӑхра. Халăх пукравра кĕрпе хĕл тĕл пулнине палăртать. Пăрçа кукли, кăмпа - пукрав уявĕн паллисем. «Пăрçа сивве парăнмасть, çавăн пекех пирĕн те çирĕп пуласчĕ»- тесе сăйланаççĕ. Хĕл çĕре хăйĕн шурă пĕркенчĕкĕпе пĕрремĕш хут витет, сивĕ хĕл çывхарса килнине палăртать. Çак тапхăрта пахча ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Ӗлӗк ҫак вӑхӑтра хĕрсемпе каччăсем улаха пуçтарăнма тытăннӑ. Килти ĕçсене алла тытнӑ, тĕрленĕ, ҫыхнӑ, арҫынсем вара çăпата тунӑ.