Алатырский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Улатăр муниципаллă округĕ

В рамках акции «Фолк-Урок» прошло мероприятие в Староайбесинском сельском поселение

В рамках акции «Фолк-Урок» прошло мероприятие в Староайбесинском сельском поселение

Этемлĕхшĕн çăпата сырса çÿресси тахçанах манăçа тухнă ĕнтĕ. Çăкаран хуçнă пушмака тиртен, сăрантан çĕлетнисем улăштарнă. 100 çул каялла вăл кашни çемьерех пулнă тăк халĕ ăна музейра кăна курма пулать. Апла пулин те Чăваш Енре паян та çăпата тăвакансем пур-ха. Вăл пирĕн ялти ал ăсти - Андреев Виталий Афанасьевич.

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçре пурăнакан Виталий Андреев ачапча çулĕсенчех çăпата хуçма вĕреннĕ. Çуралма вăл Красноармейски районĕнчи Кĕрекаç Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти педагогика институтĕнче физикă-математика факультетне пĕтернĕ хыççăн Кивĕ Эйпеçри вăтам шкула ĕçлеме килет. 40 çул хушши вăй хурать вăл юратнă шкулта.

Канлĕ ватлăхра вăл ал усса лармасть: çăпата, тĕрлерен карçинкасем тата чечек чÿлмекĕсем ăсталать.

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче Кивĕ Эйпеçĕн вулавăш çуртĕнче кружока çÿрекен ачасемпе алă ăсти, Виталий Афанасьевич, «Тунă ĕç илем кÿрет» ятлă  фолкурок  ирттерчĕ. 

«Çăпата хуçасси - чун киленĕçĕ, чун йăпатмăшĕ. Икĕ алла пĕр ĕç…»,- пуçларĕ хăй сăмахне ăстаçă.  Малтан вăл ачасене ĕç хатĕрĕсемпе паллаштарчĕ: шĕшлĕ, пушăт, пекĕ, канра, калăп. Ун хыççăн çăпата тăвас ĕçĕн вăрттанлăхĕсене уçса пачĕ. Каярах ачасем хавхалансах çак ĕçе тума пикенчĕç.

Ĕçленĕ май Виталий Афанасьевич çамрăк «ăстаçăсене» мĕн йышши çăпатасем пулнине ăнлантарчĕ: çаврака, шĕвĕртерех, тăваткал пулаççĕ иккен вĕсем. Çавăн пекех ачасем çăпата çинчен тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Фолкурок вĕçĕнче хăйсен ĕçĕсене пăхса  чунтан савăнса киленчĕç, ăстаçăна тав сăмахĕсем каларĕç.

 



01 апреля 2021
10:00
Культура и туризм
Поделиться