Час досуга «Масленица пришла» в Староайбесинском сельском поселении
Çăварни, çăварни!
Çăварни килет, куртăр-и?
Çуркунне çитет, сисрĕр-и?
Хирĕç тухса илтĕр-и?
Çăварни - хӗле ӑсатмалли тата ҫуркуннене тӗл пулмалли уяв. Чӑвашсен Ҫӑварнине уявлани ҫурхи сӳрӗклӗх тапхӑрӗ ҫумне ҫыпӑҫнӑ та икӗ эрне тӑсӑлнӑ. Каярахпа, христиан тӗнӗ сарӑлнине пула, чӑваш Ялӗ вырӑс ҫӑварнипе пӗр килнӗ, ӑна вара пӗр эрне хушшинче паллӑ тума пуҫланӑ.
Кивӗ Эйпеҫ ялӗнчи культура ӗҫченӗсем клуба хутшӑнакансемпе Ҫӑварни уявне ирттерчӗҫ. Кружока хутшӑнакан Ирина Головачева уяв историйӗ ҫинчен, вӑл мӗншӗн Ҫӑварни ятлӑ пулнине, унӑн ҫыннисем авалхи вӑхӑтра мӗнле йӑла-йӗркесем упранса юлнине, Ҫӑварнире мӗншӗн икерчӗ пӗҫернине каласа пачӗ.
Библиотекарь Вера Разбойкина уява хутшӑнакансене пурне те икерчпе тата пылак чейпе хӑналарӗ. Хутшӑнакансем çăварни тата такмак юрӑсем юрларӗҫ.
Вӑхӑт хаваслӑ та интереслӗ иртсе кайрӗ.